Йӑлӑмра Пӗтӗм Раҫҫейри акцие хутшӑнса йывӑҫ-тӗм лартрӗҫ

Ҫапла майпа Чӑваш Ен тӗнче шайӗнче иртекен "Астӑвӑм сачӗ" акцие хутшӑнчӗ.

Ҫамрӑк хунавсен тымарĕсене тăпрапа хупласа хăварни кăна çителĕксĕр Йывӑҫ-тӗме лартма пӗлмелле, ӗҫ хатӗрӗсемпе те тӗрӗс усӑ курмалла. Ӗҫе пуҫӑниччен опытлӑ вӑрманҫӑ пухӑннисем валли мастер-класс ирттерчӗ. Хунавсене куçарса лартиччен питомникре вӗсене ик-виҫ кун маларах хатӗрлеме пуҫлаҫҫӗ. Çӗршывӗпе пурĕ 27 миллион йывӑҫ лартма палӑртнӑ. Кашни тӗм - вӑрҫӑ вӑхӑтĕнче пуҫ хунӑ ҫын ячӗпе пулӗ. Чӑваш Енре акцие Йӑлӑмран пуҫланӑ. Пӗр гектар лаптӑк ҫинче пилӗк пин тĕп хыр лартма ҫӗре яхӑн ҫынна явӑҫтарнӑ. Вӗсен йышӗнче студентсем, тӗрлӗ предприятире тата тытӑмра ӗҫлекенсем. Йывӑҫ лартакансен йышӗнче Республика Пуҫлӑхĕ Олег Николаев та пулчĕ. Усӑллӑ ӗҫе хӑйӗн кӗҫӗн хӗрне явӑҫтарчĕ вăл.

 

Вероника Павлова, Михаил Солин