Вӑрнарта ӗҫ шавӗ пӗр кунлӑха та лӑпланмасть. Шыв тасатмалли сооружение кунта чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗ валли туса пӗтермелле. Подрядчик графикрен юлмасть. Пӗлтӗр посёлокра канализаци пӑрӑхӗсене хурса тухнӑ, кӑҫал вара ытти ӗҫе тумалла. Халӗ строительсем ҫӗр чавса кирлӗ хатӗрсене вырнаҫтараҫҫӗ, пӑрӑхсене ҫыхӑнтараҫҫӗ. Ҫак проекта хута ярасса вӑрнарсем тахҫанах кӗтеҫҫӗ. Кивӗ сооружени юхӑннӑран шыва йӗркеллӗ тасатайми пулнӑ.
Екатерина Фомина, Семён Антонов, Владимир Синдеев