Вӑрман хуҫалӑхӗсенче ҫулӑмран сыхланмалли майсене вӑйлатнӑ

Паян - пушар хуралӗнче тӑракансен кунӗ. Вӑл ҫынсен пурнӑҫӗпе пурлӑхне кӑна мар, ҫут ҫанталӑк пуянлӑхне те ҫӑлакансен професси уявӗ.

Республикӑра халӗ пушар тухас хӑрушлӑх пысӑк тапхӑрпа килӗшӳллӗн ӗҫлеҫҫӗ. Вӑл шутра вӑрман хуҫалӑхӗсем те ҫулӑм сӳнтермелли техникӑн юсавлӑхне тӗрӗслеҫҫӗ, топливо хатӗрлеҫҫӗ. Вӗсен ӗҫне яваплӑ министерство асӑрхасах тӑрать. Ҫавна май Ҫут ҫанталӑк министрӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Александр Воробьев  Ҫӗмӗрле вӑрман хуҫалӑхӗн ӗҫ-хӗлӗпе паллашрӗ. 

Леонид Петров, Виктор Степанов.