"Экологи" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн республикӑра 2019-мӗш ҫултанпа "Вӑрмансене сыхласси" регионти проект пурнӑҫа кӗрет. Кӑҫал мӗн-пур ӗҫе тума 58 миллион ытла тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫуркунне вӑрман ҫӗнетессине республикӑра вӑхӑтра тунӑ. Пурӗ 480 ытла гектар йывӑҫ-тӗм лартнӑ. Вӑл шутран ҫуррине яхӑн - Шупашкар лесничествинче. Ҫакӑ 2010-мӗш ҫулти пушарта кунта уйрӑмах нумай лаптӑк пӗтнипе ҫыхӑннӑ. Атӑл леш енче ҫӗнӗрен ешерекен хунавсене пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ те ҫитсе курчӗ.
Алиса Александрова, Семен Антонов