Фёдор Карягин Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӗҫленсен виҫӗ эрнерен ҫуралнӑ. Тӗлӗнтерекен пулӑм: ҫемье вырмана тухсан Карягинсем пӗчӗк ывӑлне кӳмепе хире илсе кайнӑ та, пепкене таҫтан килсе тухнӑ кашкӑр йӑтса тарнӑ. Ял халӑхӗ ӑна тукмак ҫӑварӗнчен ҫӑлса хӑварни халапа аса илтерет, анчах - ку чӑн пулни. Ӑна ӗмӗр тӑршшӗпех пирӗшти упраса тӑнӑ теме пулать. Патӑрьел тӑрӑхӗнчи Кивӗ Ахпӳртре, нумай ачаллӑ ҫемьере, халӑх педагогикин ырӑ тӗслӗхӗсенчен, тӗнче литературинчен ӑс-тӑн илсе, пӗлӳ енне ӑнтӑлса ҫитӗннӗ вӑл. Шӑллӗ-йӑмӑкӗ ӑна, аслине, хисеплесе мӗн пӗчӗкрен "тете" тесе чӗнет.
Конференци залӗнче - учёнӑйсемпе тӗпчевҫӗсем, патшалӑх ӗҫченӗсемпе обществӑлла пӗрлӗхсен ертӳҫисем, вӗрентекенсемпе таврапӗлӳҫӗсем. Ку ӗнтӗ Фёдор Карягин нумай енлӗ ӑсчах-педагог, паллӑ патшалӑх тата общество ӗҫченӗ пулни ҫинчен калать. Чулхулари педагогика институтӗнчен вӗренсе таврӑнсан вӑл учительте ӗҫленӗ. Чӑваш АССРӗн Министрсен канашӗн ертӳҫин пулӑшаканӗ, Шупашкар хула комитечӗн ертӳҫи, экологипе ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен министрӗ пулнӑ ҫулсенче вӑл пурнӑҫа кӗртнӗ ӗҫсем республика аталанӑвӗшӗн калама ҫук пӗлтерӗшлӗ. Унӑн пуҫарӑвӗсен уссине Шупашкар хӑнисем те тӳрех асӑрхаҫҫӗ, "питӗ ешӗл, хӑтлӑ, таса хула" теҫҫӗ.
Хуҫалӑх каяшне тирпейлес енӗпе унӑн ӗҫ опычӗ ҫӗршывӗпех саланнӑ. Шупашкар ГЭСӗ таврари ҫут ҫанталӑка, климата мӗнле витӗм кӳрсе улӑштарнине тӗпчени те Чӑваш Еншӗн кӑна мар, Раҫҫейшӗн те ҫӗнӗ, хаклӑ - ҫакна пусӑм туса палӑртрӗҫ тухса калаҫакансем. Пӗтӗмӗшле 650 ҫул ытла пуҫтаракан педагогсен йӑхӗнчи Фёдор Александрович вӗрентӳ ӗҫӗсӗр те пурӑнаймасть. Ҫутта кӑларакансен кивелми пӗлӗвне совет тапхӑрӗнче ӑша илнӗ чӑн-чӑн интеллигент университетра та воспитание педагогикӑран уйӑрмасть. "РГСУ филиалӗнче экономика факультечӗн деканӗ чухне те ун хыҫҫӑн студентсем ушкӑнпа кӗпӗрленсе ҫӳретчӗҫ" асилет филиалӑн ректорӗ пулнӑ Раиса Ерусланова.
80 ҫул тултаракан вӑрҫӑ ачи ӗмӗр тӑршшӗнче тунӑ ӗҫӗсемпе те, хальхи хастарлӑхӗпе те тӗлӗнтерсе савӑнтарать. Паянхи кун вӑл Чӑваш наци академийӗн, Чӑваш наци конгресӗн, таврапӗлӳҫӗсен союзӗн хастарӗ, республикӑри "Ваттисен тӗп канашӗн" ертӳҫи. 350 яхӑн ӑслӑлӑх ӗҫӗн авторӗ - Чӑваш патшалӑх университечӗн профессорӗ. Студентсем ҫаплах ун ҫумӗнче, ҫаплах вӑл вӗсемпе хулара йывӑҫ лартса ӳстерет, ҫак ӗҫпех ҫӗнӗ территорисене, Луганска та кайса килчӗ.
Пухӑннисем пӗр саслӑн "Ҫут ҫанталӑка килес ӑрусем валли сыхласа хӑварассишӗн нумай ӗҫ тунӑ Фёдор Карягина "Чӑваш Республикин Хисеплӗ ҫынни" ят пама сӗнмелле" терӗҫ.
Марина Карягина, Виктор Степанов