Уяв савӑнӑҫлӑ пултӑр тесен чӑрӑш та саккунлӑ пулмалла

Ҫӗнӗ ҫул уявӗ умӗн вӑрман хуралҫисен ӗҫ уйрӑмах нумайланать. Иртнӗ эрнерен пуҫласа хӗллехи каникул вӗҫленичченех вӗсем лӑсӑллӑ йывӑҫсене сыхлаҫҫӗ, чӑрӑшсемпе хырсене касса вӑрмана сиен ан кӳччӗр тесе тӗрӗслевсем ирттереҫҫӗ. 

Аверкий Волков - вӑрман хуралӗнче 30 ҫул ытла вӑй хурать. Юлашки 3 ҫул вара хунавсене пӑхса, сыхласа тӑрать. Кунне вӑл машинпа 30 ытла ҫухрӑм парӑнтарать, ҫуран та чылай ҫӳрет. Ҫак кунсенче эпир унпа Йӑлӑма ҫитсе килтӗмӗр, йывӑҫсене пӑхса ҫаврӑнтӑмӑр. Кунта ҫамрӑк чӑрӑшсемпе хырсем чылай ӳсеҫҫӗ. Вӗсем миҫе ҫултине вӑрман хуралҫи пӗрре пӑхсах калама пултарать. 

Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарнӑ май, вӑрманти лӑпсӑркка та капӑр лӑсӑллӑ йывӑҫсене касакансем ан пулччӗр тесе, республикӑра "Чӑрӑш-2022" операци пырать. Вӑл кӑрлач уйӑхӗн 10-мӗшчен пырать. Паянхи куна пурӗ 20 ытла рейд ирттернӗ. Хальлӗхе саккуна пӑсакансене тытман. Ҫапах та чи хӗрӳ вӑхӑт умра темелле. Патшалӑх ҫул-йӗр инспекторӗсем те ку ӗҫрен юлмаҫҫӗ. Вӗсем ҫул ҫинчи машинсене тӗрӗслеҫҫӗ. Водительсене ятарлӑ памяткӑсем парса ӑнлантараҫҫӗ. 

Палӑртмалла, чӑрӑш касакан браконьерсен шучӗ ҫулран-ҫул сахалланса пырать. Ҫакӑ мӗнпе ҫыхӑннӑ-ши? Пурте ҫут ҫанталӑка упрама пуҫланӑ е ҫынсене штрафсем хӑратаҫҫӗ? 

Тӗрӗслекенсем пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑрмана тата хӑвӑра сиен кӳрес килмест пулсан, чӗрӗ чӑрӑша ятарлӑ пасарсенче туянмалла. Унта ҫӗнӗ ҫул йывӑҫҫисене документсемпе сутаҫҫӗ. Е лавккари искусствӑллипе те савӑнма пулать. Вӑл вара темиҫе ҫула ҫитет. 

Оксана Верликова, Михаил Солин