Экологи акцине Патӑрьел тӑрӑхӗнчи чи инҫе вырнаҫнӑ Ишлӗ ялӗнчи вӑрман уҫланкинче йӗркелерӗҫ. Ку вырӑна ахаль мар суйласа илнӗ. Хырлӑх ҫумӗнчи ялта сывлӑш таса та уҫӑ. Ӗҫ-пуҫа ҫӗршыври экологипе ҫыхӑннӑ пуҫарусене аталантаракан тата пулӑшса пыракан "Компас" фонд йӗркеленӗ. Ку акци Раҫҫейре виҫҫӗмӗш ҫул иртет. Фонд ертӳҫи Татьяна Ковалева палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак вӑхӑтра пурӗ 30 пин ҫын хутшӑннӑ, 300 тонна ытла ӑпӑр-тапӑр пуҫтарнӑ. Чӑваш Ен тасалӑх эстафетине Новосибирск хулинчен йышӑнчӗ. Малалла вӑл Севастополе куҫӗ. Республикӑри акцие 700 ытла ҫын хутшӑнса 3 тонна ӑпӑр-тапӑр пуҫтарчӗҫ. Ӗҫре ҫитӗннисем те, ачасемпе хастар пулчӗҫ.
Акцин тӗп тӗллевӗсенчен пӗри - шӑпах ачасене мӗн пӗчӗкрен ҫут ҫанталӑка юратма, хисеплеме вӗрентесси. Пухӑннсем хӑйсен ӗҫӗпе ырӑ тӗслӗх кӑтартрӗҫ.
Уявра "Компас" фондпа республикӑн Ҫут ҫанталӑк ресурсӗсемпе экологи министерстви пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлесси пирки килӗшӳ алӑ пусрӗҫ. Ҫавна май регионти экологи ыйтӑвӗсене лайӑхлатас енӗпе тӗрлӗ ӗҫ-пуҫ йӗркелеме палӑртнӑ. Пухӑннисем валли экологи викторинисемпе квестсем, куравсем, вӑйӑсем, кӗнеке куравӗ йӗркеленӗ. Вӗсем пурте ҫут ҫанталӑка упрассипе, унӑн пӗлтерӗшӗпе кирлӗлӗхне уҫса парассипе ҫыхӑннӑ.
Патӑрьелти ӳнер шкулӗн вӗрентекенӗсем вара ачасене ҫут ҫанталӑк илемне курса ӑна ӳкерчӗк ҫине куҫарма, тӗрлӗ япала ӑсталанӑ чухне усӑ курма вӗрентрӗҫ.
Правительство пуҫлӑхӗ Сергей Артамонов пӗлтернӗ тӑрӑх, иртнӗ 5 ҫулта регионта экологи культурине лайӑхлатас енӗпе чылай ӗҫ-пуҫ тунӑ. Вӗсене малашне те аталантарса пыма палӑртаҫҫӗ.
Экологи акцине пӗтӗмлетсе хастар волонтерсене тата ӑпӑр-тапӑр хушшинче кӑсӑклӑ япаласем тупакансене парнесемпе хавхалантарчӗҫ. Ачасем машин пайӗсем, кивӗ радио тата теттесем те тупнӑ. Экологи пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх Ишлӗри шкулта канашлу иртрӗ. Унта округри тата республикӑри экологин ҫивӗч ыйтӑвӗсене пӑхса тухрӗҫ. Вӑл шутра ӑпӑр-тапӑра тирпейлесси, регионти шыв-шура тасалӑхра тытасси, каяш шывсене тасатмалли сооруженисем тӑвасси тата ытти те.
Оксана Верликова, Вадим Владимиров