Татмӑшсем ялан туслӑ пурӑннӑ, паян та пур ӗҫе те пӗрле тума тӑрӑшаҫҫӗ, кашни ырӑ пуҫарӑва хастар хутшӑнаҫҫӗ. Хальхинче ял халӑхне экологи фестивалӗ пӗрлештерчӗ. Йӗркелӳҫи - ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ Альберт Сергеев. Вӑл ҫӑлкуҫа уҫнӑ Атӑк сӑнарӗнче пулса пухӑннисене ятарлӑ сукмакпа ертсе кайрӗ.
Пӗрремӗш чарӑну - "Ӗмӗтри чуччу". Ку вырӑнта ялта пурӑнакансем ӗҫсене вӗҫлесен канма, вӑхӑта хаваслӑ ирттерме, ҫут ҫанталӑк илемӗпе киленме юратаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех часовня, ҫӑлкуҫ, купель ҫывӑхӗсенче чарӑнусем пулчӗҫ. Кӑмӑл тӑвакансем шыва кӗрсе тухма пултарчӗҫ. Ачасем вара ҫӗнӗ хӑйӑр купи ҫинче выляса савӑнчӗҫ. Сывлӑх сукмакӗ аслисемшӗн те, кӗҫӗннисемшӗн те питӗ кӑсӑклӑ пулчӗ. Вӑхӑта хаваслӑ ирттернипе пӗрлех пухӑннисем ял историйӗпе, таврари ҫут ҫанталӑкпа ҫывӑхрах паллашрӗҫ, кунта ӳсекен йывӑҫ-курӑк пирки нумай пӗлчӗҫ.
Ҫавӑн пекех фестивале хутшӑнакансем ҫут ҫанталӑка халалланӑ сӑвӑсем вуларӗҫ. Чи пултаруллисене асӑнмалӑх парнесемпе чысларӗҫ. Пулӑҫсем вара ятарлӑ конкурсра ӑмӑртрӗҫ. Пӗтӗмлетӳ тӑрӑх пӗрремӗш, чи пысӑк тата пуринчен нумай пулӑ тытакансене палӑртрӗҫ. Ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ Александр Семенов хӑва хуллинчен карҫынккасем ҫыхма вӗрентрӗ. Ку ӑсталӑха вӑл тахҫанах алла илнӗ, пушӑ вӑхӑтра ал ӗҫӗпе аппаланма юратать. Ял ҫыннисемпе хӑнисемшӗн фестиваль чӑн-чӑн уяв пулса тӑчӗ. Йӗркелӳҫӗсем ӑна малашне республика шайӗнче йӗркелес тӗллевлӗ.
Елена Дмитриева, Николай Семёнов








