Тӗп хулара пурӑнакан арҫын ача 60 кило таякан кавӑн ҫитӗнтернӗ

"Мӗнле те пулин пысӑк пахча-ҫимӗҫ ҫитӗнтерес килчӗ" каласа парать Федор Матросов. Ҫамрӑк пахчаҫӑ кавӑн суйласа илнӗ. Пӗрремӗш хут 2018 ҫулта акса пӑхнӑ.

Ун чухне 20 тата 40 килоллӑ ҫимӗҫсем туса илме пултарнӑ. Унтанпа вӑл хавхаланса кашни ҫул ӗҫленӗ. Кӑҫалхи тухӑҫ вара уйрӑмах савӑнтарнӑ.

Пахча-ҫимӗҫе пӑхмасан вӑл ҫакӑн пысӑкӑш ҫитӗнеймӗ. Малтанах вӑрлӑх уйрӑм савӑтра вӑй илнӗ. Ҫу уйӑхӗн варринче калчана теплицӑна куҫарса лартнӑ. Вӑл мӗнле аталаннине Федор ятарлӑ дневникре ҫырса пынӑ. Ҫамрӑк пахчаҫӑн вӑрттӑнлӑх пур, иккен. Икӗ эрнере пӗрре кавӑна вӑл курӑк чейӗпе шӑварнӑ. Ҫакӑ ҫимӗҫшӗн питӗ усӑллӑ, хӑвӑртрах ӳсме пулӑшать, тет. Федор ҫакӑнпа чарӑнса тӑрасшӑн мар. Ҫитес ҫул тата пысӑкрах пахча-ҫимӗҫ туса илме ӗмӗтленет. Шкул пӗтерсен те арҫын ача малашнехи пурнӑҫне ҫӗр ӗҫӗпе ҫыхӑнтарасшӑн.

 

Диана Иванова, Игорь Ульянов