Тӑвай районӗнчи Чутей ялӗнче пурӑнакан Шамбулинсем 40 ҫул ытла кролик ӗрчетеҫҫӗ

Ҫак чӗр чуна тытни пур енчен те усӑллӑ, теҫҫӗ вӗсем. Тем тӗрлӗ кролик те пур вӗсен: хӑмӑр-сарӑ тӗслисем те, хура-шурӑллисем те. Нумаях пулмасть хӗрлӗ куҫлисене усрама пуҫланӑ.

Елизаветапа Валерий Шамбулинсем хуҫалӑхри пӗтӗм ӗҫе пӗрле тӑваҫҫӗ. Кроликсене те иккӗшӗ пӑхаҫҫӗ. Пӗри утӑ парать, тепри тислӗк тасатать. Пӗрле ӗҫ хӑвӑртрах пулать. Хӗлле шыв шӑнса ларать, ҫавӑнпа "вӑрӑм хӑлхасене" юр параҫҫӗ. Шамбулинсем ҫемье чӑмӑртасанах кролик ӗрчетме пуҫланӑ та, тек ҫак чӗр чунран татӑлман. Халь вӗсене 3 читлӗхре усраҫҫӗ. Кил хуҫисен сӑмахӗпе, кроликсене чунтан юратмалла вара вӗсене ӗрчетес ӗҫ ӑнса пырать.

 

Алена Артемкина, Игорь Ульянов