Татмасӑр киленмелли илем

Шупашкарти Хӗрлӗ Тӳремре Наци музейӗ ҫывӑхӗнче крокуссем ҫеҫке ҫурнӑ. Ҫак вырӑна вӗсене иккӗмӗш ҫул лартаҫҫӗ, кӑҫал вара ҫанталӑк уяр тӑнипе уйрӑмах лайӑх аталаннӑ. Шурӑ-кӑвак чечексене хулара пурӑнакансем тӳрех асӑрханӑ. 

Пӗлтӗр ҫуркунне кая юлса килнӗ, часах ӑшӑтман. Хӗвел ҫитменнипе ҫурӑлайман чечексем халӑха питех илӗртмен. Ҫулталӑкра вара самай вӑй илнӗ пулмалла. Хитрескерсене кашни тенӗ пек патнерех пырса сӑнама, ӳкерсе илме, алӑпа тытса пӑхма ӑнтӑлать. Ҫурхи пӗрремӗш ҫеҫкесене хӗрхенмесӗр татма хӑтланакансем те пур. Ҫыхӑ тӑвас тӗллевпе крокуссене тӑпӑлтарни усӑсӑр. Тымартан пӗр уйрӑлсан ӗмӗрӗ кӗске ҫак ӳсен-тӑранӑн. Ҫав вӑхӑтрах кашни чечек ҫумне хурал тӑратаймӑн, апла пулин те халӗ клумбӑсене уйрӑмах тимлеҫҫӗ. Кӗҫех кунта тюльпансем ҫурӑлмалла, ҫавӑнпа хула администрацийӗ халӑха ҫурхи илемпе газонсем ҫине кӗмесӗр киленме чӗнсе калать.

Алиса Александрова, Анна Филиппова, Вадим Владимиров