Чӑваш Енри хастарсен 23 ушкӑнӗнче экоотрядсем, педагогсем, волонтерсем, ачасемпе ашшӗ-амӑшӗ, тӗрлӗ пӗрлешӳре тӑрӑшакансем, ӗҫ ветеранӗсем. Тӗп хулари ветерансен Канашӗ, сӑмахран, ырӑ ӗҫсен кашни акцинех хутшӑнать. Пандеми вӑхӑтӗнче ҫулсерен пулакан ӗҫ-пуҫа онлайн меслетпе ирттернӗ. "Тинех пӗрле пухӑнса калаҫма, канашлама май тупӑнчӗ", - теҫҫӗ 60 ҫултан пуҫласа 85 ҫулчченхи ветеранӗсем. Хальхинче лара-тӑра пӗлмен ватӑсем "Благовещенски" микрорайонти юханшыв таврашне тирпейлерӗҫ. Чӑнкӑ ҫыранран анса хӑпарма ҫӑмӑлах мар пулин те, михӗ хыҫҫӑн михӗ тулса пычӗ.
Алиса Александрова, Вероника Павлова, Владимир Синдеев