Ӗлӗкхи ҫӑлкуҫ вырӑнӗнче хӑпартнӑ часовня-купель ял халӑхӗн юратнӑ вырӑнӗ пулса тӑнӑ. Хӗвел ҫинче йӑлкӑшакан ылтӑн купӑл инҫетренех илӗртет. Йывӑҫ эрешсене те чылай вӑхӑт сӑнас килет. Шалта та хӑтлӑх хуҫаланать: хывӑнса тӑхӑнмалли кӗтес, хыҫлӑ тенкел, йӗри-тавра турӑшсем. Ку таранччен чылай ҫӑлкуҫа тӗпченӗ Вырӑс географи пӗрлешӗвӗн хастарӗсем тӗлӗнмеллипех тӗлӗнчӗҫ.
Ӗлӗкрех ҫӑлкуҫ патне шыв ӑсма кашниех ҫӳренӗ тесен те йӑнӑш пулмӗ. Анчах та вӑхӑт иртнӗҫемӗн кунта ҫул такӑрлатакансем пачах юлман. Леонид Васильев ҫакӑнпа ҫырлахасшӑн пулман. Вӑл шӑнкӑрч вӗллисем ӑсталаса сутса ҫӑлкуҫа тирпейлеме укҫа-тенкӗ пуҫтарнӑ.
Шел пулин те, хӗлле ҫӑлкуҫ шӑнса ларнӑ. Леонид Алексеевич вара ҫӗнӗ шыв ҫулӗ шыраса тупса хушма пӑрӑх янӑ. Вырӑс географи пӗрлешӗвӗн хастарӗсемпе Чӑваш патшалӑх университечӗн студенчӗсем иккӗшӗнчен юхаканнине те тӗпчерӗҫ. Ҫӗннинче шыв температури пӑр пек - 6 тулли те 3 вуннӑмӗш градус. Тата вӑл вӑйлӑрах юхать. Кивӗ ҫӑлкуҫ таппи вара чакнӑ. Ҫӗр ишӗлнӗрен унӑн ҫулӗ хупланма пултарнӑ, терӗҫ специалистсем. Ҫитес вӑхӑтра Леонид Алексеевич ҫак ҫитменлӗхе пӗтересшӗн. Шывӗ вара ҫаплипех тутлӑ.
Ятне ҫирӗплетсен ҫӑлкуҫ патне ҫул кӑтартакан хӑма та вырнаҫтарма пулӗ. Сӗнтӗрвӑррипе Куславккана ҫыхӑнтаракан ҫӗнӗ асфальтпа халӗ чылай водитель усӑ курать. Тен, ҫула май кунта та кӗрсе тухӗҫ, тет Леонид Васильев.
Леонид Васильев хӑй пурнакан урамри ҫӑла та юсанӑ. Кунти шыва та тӗпчерӗҫ специалитсем. Вӑл ӗҫме юрӑхлине ҫирӗплетрӗҫ. Пурӗ Вырӑс географи пӗрлешӗвӗн хастарӗсем Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнче 20 ытла ҫӑлкуҫа тӗрӗслерӗҫ. Паллах, вӗсем тата ытларах. Кашни патнех ҫитме йывӑртарах. Ҫывӑнпа та ҫак ӗҫре республикӑра пурӑнакансен пулӑшӑвӗ кирлӗ. Кашни кӑмӑл тӑвакан "ВКонакте" социаллӑ тытӑмри "Реестр родников Чувашии" ушкӑна кӗрсе ятарлӑ анкетӑна тултарма пултарать.
Тен, сирӗн тӑрӑхра та тӗлӗнмелле историллӗ ҫӑлкуҫ пур?
Вероника Павлова, Вадим Владимиров