Ҫӗнӗ Чантӑр пӗвине тасатма кунта пурӑнакансем тахҫанах ыйтнӑ. Енчен те ҫыран хӗррине хӑйсем тирпейлеме пултарнӑ пулсан, шыври тасамарлӑха волонтерсене пуҫтарма шаннӑ. Ҫӳп-ҫап ытларах тӗмсем хушшинче пухӑнса тӑрать. Ҫавӑнпа та хастарсем ятарлӑ кӗреплесемпе усӑ курчӗҫ.
Ҫӗнӗ Чантӑр пӗви хулапа юнашар вырнаҫнӑ, вырӑнӗ илӗртӳллӗ, ҫавӑнпа та канакансем те кунта яланах пур. Анчах та темшӗн хӑйсем хыҫҫӑн тасамарлӑх хӑвараҫҫӗ. Усӑллӑ акцине "Эковолна Чувашии" проектпа килӗшӳллӗн йӗркеленӗ. Ҫак ӗҫ-пуҫа президент гранчӗсен фончӗ тата Чӑваш Енри экономика министерстви пулӑшнипе йӗркелеме пултарнӑ. Унта вун-вун ҫын хутшӑнма килӗшнӗ. Чылайӑшӗ ятарласа ӗҫрен те ыйтса килнӗ.
Хастарсене ишмелли хӑмасемпе тивӗҫтерчӗҫ, асӑнмаллӑх парнесемпе те хавхалантарчӗҫ. Сӑмах май, ҫак канмалли кунсенче черетлӗ тасалӑх акцийӗ иртӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче волонтерсене Шалмас юханшывне ҫӳп-ҫапран тасатма йыхравлаҫҫӗ. Тӗплӗнрех "Экотрансформация" коммерцилле мар организацин «ВКонтактери» ушкӑнӗнче пӗлме пулать.
Вероника Павлова, Святослав Петров








