Шупашкарти "Ковчег" чӗрчун кӗтесӗнче — савӑнӑҫ

Кунта 6-мӗш ҫул пурӑнакан Красавец тата Ляля пӑлансен ҫемйинче йыш хушӑннӑ. 2 эрне каялла кун ҫути курнӑ пӑрӑва Лиля ят хунӑ.

Лиля пӑлан пӑрушӗн аппӑшӗ Леля 2019-мӗш ҫулта ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Тӗлӗнмелле те, ҫемьере кӗҫӗнни шӑп та лӑп 2 ҫултан тӗнчене килнӗ. Чӗрчунсене пӑхакансем каланӑ тӑрӑх, пӗчӗкскер хӑйне аван туять, кунран-кун аталанать. Хальлӗхе ҫынсенчен ютшӑнать-ха. 1-2 эрнерен курма килекенсемпе те хутшӑнма пуҫласа шанаҫҫӗ. Ҫемье ӳснӗ пулин те читлӗхре вырӑн ҫителӗклӗ, пӑлансем хӑйсене ирӗклӗ туяҫҫӗ. Кӳршӗсемпе те аван килӗштереҫҫӗ.

 

Алиса Александрова, Дмитрий Макаров