Шупашкарта пурӑнакансем ӑпӑр-тапӑр савӑчӗсем тулса тӑкӑнса кайнипе кӑмӑлсӑр

Чӑваш Енре халӗ те ҫак кунсенче ҫунӑ вӑйлӑ юр хыҫҫӑнхи лару-тӑрӑва пӗтерессипе ӗҫлеҫҫӗ. Шупашкарта, сӑмахран, ҫулсене тасатма, пухӑннӑ юр куписене турттарса кайма сахалтан та икӗ эрне кирлӗ теҫҫӗ. Ҫулсемпе картишсем таса мар пулнипех ӑпӑр-тапӑр илсе тухасспе те йывӑрлӑхсем сиксе тухнӑ. 

Ӑпӑр-тапӑра турттарса тухманни пирки хула ҫыннисем интернет уҫлӑхӗнче нумай ҫырнӑ, ӳкерчӗксемпе ҫирӗплетнӗ. Лариса Силкина 40 ҫул ӗнтӗ Максим Горький проспектӗнчи 47-мӗш ҫуртра пурӑнать. Кун пек тасамарлӑха вара 1-мӗш хут куратӑп, тет. 5 кун ҫакӑн пек ӳкерчӗк пулнӑ. Маларах юр нумай ҫунипе сӑлтавларӗҫ, халӗ вара ҫулӗсене те тасатнӑ, пур-пӗрех нимӗн те улшӑнмасть, кӑмӑлсӑрланать Лариса Силкина. Максим Горький проспектӗнчи 47-мӗш ҫуртра 16 подьезд. Меллӗ пултӑр тесе контейнерсене темиҫе ҫӗрте вырнаҫтарнӑ.

Савӑтсем тулса кайнипе ҫӳп-ҫап тавраллах йӑваланса выртать. Ҫакнашкал ӳкерчӗке хулари чылай кӗтесре курма пулать. Мӗншӗн ҫапла пулса тухнине тишкерес тӗллевпе Ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗ Эмир Бедертдинов канашлу ирттерчӗ. Унта ӑпӑр-тапӑр турттарса тухассишӗн яваплӑ "Ситиматик" пӗрлешӳ директорӗ Максим Черемисин, хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин тата районсен управисен ертӳҫисем хутшӑнчӗҫ. Максим Черемисин каланӑ тӑрӑх, ҫулсене ҫӑмӑл машинсем валли тасатнӑ, йывӑр тиевлисем вара кӗреймеҫҫӗ. Хӑш-пӗр вырӑнта контейнерсене юр хӳсе лартнӑ - вӗсене кӑларма ытларах вӑхӑт кирлӗ. Ытти чух пӗр савӑта пушатма 2-3 минут кайнӑ пулсан, халӗ - 20 минут таран. Ҫавӑнпа та графикрен юлса пыраҫҫӗ, тепӗр ҫӗре ӗлкӗреймеҫҫӗ те. Ҫав вӑхӑтрах Денис Спирин ӑпӑр-тапӑр турттаракансенчен ҫулпа йывӑрлӑхсем пулни пирки администрацине пӗр ҫӑхав та килменнине пӗлтерчӗ, тен, хушма рейссем тумалла, терӗ. Асар-писер ҫанталӑк пулнӑранпа эрне ҫитет, каяшсене турттарса тухас ӗҫе вара халӗ те кирлӗ пек йӗркелмен, терӗ Ҫут ҫанталӑк министрӗ. Ҫывӑх кунсенче хулара ку ҫивӗч ыйтӑва ҫине тӑрса пӗтермелле тесе пӗтӗмлетрӗҫ канашлура

Диана Иванова, Святослав Петров