Шӑрӑх нумайлӑха мар, ҫапах та асӑрхануллӑ пулмалла

Сывлӑш температури 30 градус таран хӑпарать. Ҫу варринче, паллах, ҫапла пулмалла та. Ҫапах та хӗртсе пӑхакан хӗвелтен сыхланма сӗнеҫҫӗ специалистсем. 

Шӑрӑхра ҫынсем ытларах шыв патне туртӑнаҫҫӗ. Шыва кӗмелли тапхӑр пляжсенче кӑна мар, фонтансенче те уҫӑлнӑ теме юрать. Тухтӑрсем ҫакӑн пек ҫанталӑкра ытларах шыв ӗҫме сӗнеҫҫӗ. Талӑкне - 3 литртан кая мар. Паллах, шӑрӑхра эрех-сӑра пачах юрамасть. Хӗвел ҫинче аптӑраса ӳксен, пулӑшу ыйтма вӑтанмалла мар. Инкеке лекнӗ ҫынна асӑрхасан та иртсе каяс ҫук: ӑна сулхӑн вырӑна ҫитерсе тухтӑрсене чӗнсе илмелле. Чӑвашгидрометцентртан пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес 2 кунра ҫумӑр ҫума пултарать, ҫӗрле 12-18 градус ӑшӑ, кӑнтӑрла вара 25-30 градус шӑрӑх пулать. Ҫанталӑк утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче улшӑнӗ - пирӗн пата атмосфера фрончӗ ҫитет. Ун чухне температура чакать - кӑнтӑрла 22 градус таран ӑшӑ пулать, вырӑн -вырӑнпа аслатиллӗ ҫумӑр ҫӑвать. 

Надежда Александрова, Вадим Владимиров