Шӑрӑхра ҫынсем ытларах шыв патне туртӑнаҫҫӗ. Шыва кӗмелли тапхӑр пляжсенче кӑна мар, фонтансенче те уҫӑлнӑ теме юрать. Тухтӑрсем ҫакӑн пек ҫанталӑкра ытларах шыв ӗҫме сӗнеҫҫӗ. Талӑкне - 3 литртан кая мар. Паллах, шӑрӑхра эрех-сӑра пачах юрамасть. Хӗвел ҫинче аптӑраса ӳксен, пулӑшу ыйтма вӑтанмалла мар. Инкеке лекнӗ ҫынна асӑрхасан та иртсе каяс ҫук: ӑна сулхӑн вырӑна ҫитерсе тухтӑрсене чӗнсе илмелле. Чӑвашгидрометцентртан пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес 2 кунра ҫумӑр ҫума пултарать, ҫӗрле 12-18 градус ӑшӑ, кӑнтӑрла вара 25-30 градус шӑрӑх пулать. Ҫанталӑк утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче улшӑнӗ - пирӗн пата атмосфера фрончӗ ҫитет. Ун чухне температура чакать - кӑнтӑрла 22 градус таран ӑшӑ пулать, вырӑн -вырӑнпа аслатиллӗ ҫумӑр ҫӑвать.
Надежда Александрова, Вадим Владимиров