Хурал тӑракансем хыр е чӑрӑш ӳсекен тӗлте иртен-ҫӳрен машинсене чарса тӗрӗслеҫҫӗ. Саккуна пӑсса йывӑҫ касакансем пирки Шалти ӗҫсен органӗсене тата прокуратурӑна пӗлтереҫҫӗ. Ҫут ҫанталӑка сӑтӑр кӳрекенсене административлӑ майпа явап тыттараҫҫӗ. Ахаль граждансен 3 пинрен пуҫласа 4 пин тенкӗ таран штраф тӳлемелле пулать, должноҫри ҫынсен 20 пинрен пуҫласа 40 пин тенкӗ таран кӑларса хума тивӗ, предприяти-организацисенчен 300 пин тенкӗ таран шыраса илӗҫ.
Диана Иванова