Республикӑри шкул ачисем паян инҫет мелӗпе вӗренеҫҫӗ

Пӗлӳ парас ӗҫе ҫакӑн пек йӗркелеме Вӗренӳ министерстви ҫанталӑка кура сӗннӗ. Пӑрлӑ ҫумӑр ҫунине пула ҫулсем ҫинчи лару-тӑру йывӑрланнӑ, уйрӑмах кӑнтӑр енчи районсенче кӑткӑс.

Чрезвычайлӑ лару-тӑру министерствин республикӑри Управленин кӑтартӑвӗпе, 6 пин ҫур кил-хуҫалӑх электричествӑсӑр тӑрса юлнӑ. Ҫакӑн пек пӑтӑрмах 14 муниципалитетри 45 ял-хулара шута илнӗ. Палӑртмалла, электролини ҫинчи аварисене энергетиксем ҫийӗнчех пӗтернӗ, ытти службӑсем те хатӗр тӑнӑ. 

Кӑнтӑр циклонӗ Чӑваш Ене ҫитесси пирки синоптиксем темиҫе кун маларах асӑрхаттарнӑ. Ҫакна шута илсе тӗп хулари коммуналлӑ службӑсен мӗн пур вӑйне ҫулсене тирпейленӗ ҫӗре янӑ. Ятарлӑ автомашинсене хӑйӑр хутӑшӗпе тултарнӑ хыҫҫӑн вӗсем тул ҫутӑличченех урамсене тухнӑ. Мускавпа Ленин районӗсене йӗркене кӗртме "Дорэкс" предприяти харӑсӑх тӗрлӗ ӗҫ тӑвакан 16 техника, 8 трактор, 34 ҫынран тӑракан 6 бригада явӑҫтарнӑ. 

Пӑрлӑ ҫумӑр витӗмне вара ытларах республикӑн кӑнтӑр енчи районсенче туйса илнӗ. Елчӗк, Канаш, Патӑрьел, Пӑрачкав, Улатӑр тӑрӑхӗсенче лару-тӑру уйрӑмах кӑткӑс пулнӑ. Аслисемшӗн ҫанталӑк йывӑрлӑх кӑларса тӑратнӑ пулсан, ачасем яланхи пекех савӑнӑҫ тупма пултарнӑ. 

Леонид Петров, Михаил Нагоркин, Игорь Ульянов, Святослав Петров