Республикӑри экологипе ҫыхӑннӑ пултарулӑх конкурсӗсен ҫӗнтерӳҫисене чысларӗҫ

Ҫитес ҫул Республика Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн Указӗпе Экологи культурин Ҫулталӑкӗ ячӗпе иртӗ. Ҫавна май Ҫут ҫанталӑк министерстви икӗ пӗлтерӗшлӗ конкурс йӗркеленӗ, пулас ҫул логотипӗн тата девизӗн авторӗсене палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех чи лайӑх ӳкерчӗксене суйланӑ. 

Ӳкерчӗксен конкурсне Муркаш тӑрӑхӗнче ӳсекен лаштра юман ячӗпе йӗркеленӗ. 400 ҫула яхӑн ҫитӗнекенскер кӑҫал ҫӗршыври "Ҫулталӑк йывӑҫӗ" пулса тӑнӑ. Конкурса 500 ытла ача хутшӑннӑ. 200-шӗ вырӑнти тапхӑрта ҫӗнтернӗ, 80-шӗ республика шайне тухнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене ачасен ӳсӗмне кура 3 ушкӑнра палӑртнӑ. Аслисем хушшинче тӳресене Хӗрлӗ Чутайри вӑтам шкулта 9-мӗш класра вӗренекен Диана Мокрова ӗҫӗ уйрӑмах килӗшнӗ.

Кӗҫӗннисен ушкӑнӗнче Шупашкарти 27-мӗш шкулта вӗренекен Александра Петрова, вӑтам ӳсӗмрисен йышӗнче Йӗпреҫ тӑрӑхӗнчи Буинск шкулӗнче пӗлӳ пухакан Амина Тавакалова мала тухнӑ. Елчӗкри вӑтам пӗлӳ паракан шкулти Кира Кондратьева вара конкурса ҫемйипех хутшӑнса 2-мӗш вырӑна тивӗҫ пулчӗ. 

Ҫавӑн пекех Экологи культурин ҫулталӑкӗн логотипне тата девизне шутласа кӑларакансен конкурсне те пӗтӗмлетрӗҫ. 130 ӗҫрен комисси 6 финалиста суйласа илнӗ. "Чи лайах логотип" авторӗ Комсомольскинчи Надежда Абдюшова пулчӗ.

"Чи асра юлакан девиз" шутласа кӑлараканӗ вара - Шупашкарти 50-мӗш шкулта вӗренекен Даниил Петров. Вӑл ҫут ҫанталӑка пулас ӑрусем валли упрама чӗнсе каланӑ. Халӗ ҫак ӳкерчӗксемпе тата логотиппа профессилле дизайнерсем ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсемпе тата ҫӗнтерӳҫӗ-девизпа Экологи ҫулталӑкӗнче анлӑ усӑ курӗҫ.

Надежда Александрова, Екатерина Янгалакова