Ӳкерчӗксен конкурсне Муркаш тӑрӑхӗнче ӳсекен лаштра юман ячӗпе йӗркеленӗ. 400 ҫула яхӑн ҫитӗнекенскер кӑҫал ҫӗршыври "Ҫулталӑк йывӑҫӗ" пулса тӑнӑ. Конкурса 500 ытла ача хутшӑннӑ. 200-шӗ вырӑнти тапхӑрта ҫӗнтернӗ, 80-шӗ республика шайне тухнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене ачасен ӳсӗмне кура 3 ушкӑнра палӑртнӑ. Аслисем хушшинче тӳресене Хӗрлӗ Чутайри вӑтам шкулта 9-мӗш класра вӗренекен Диана Мокрова ӗҫӗ уйрӑмах килӗшнӗ.
Кӗҫӗннисен ушкӑнӗнче Шупашкарти 27-мӗш шкулта вӗренекен Александра Петрова, вӑтам ӳсӗмрисен йышӗнче Йӗпреҫ тӑрӑхӗнчи Буинск шкулӗнче пӗлӳ пухакан Амина Тавакалова мала тухнӑ. Елчӗкри вӑтам пӗлӳ паракан шкулти Кира Кондратьева вара конкурса ҫемйипех хутшӑнса 2-мӗш вырӑна тивӗҫ пулчӗ.
Ҫавӑн пекех Экологи культурин ҫулталӑкӗн логотипне тата девизне шутласа кӑларакансен конкурсне те пӗтӗмлетрӗҫ. 130 ӗҫрен комисси 6 финалиста суйласа илнӗ. "Чи лайах логотип" авторӗ Комсомольскинчи Надежда Абдюшова пулчӗ.
"Чи асра юлакан девиз" шутласа кӑлараканӗ вара - Шупашкарти 50-мӗш шкулта вӗренекен Даниил Петров. Вӑл ҫут ҫанталӑка пулас ӑрусем валли упрама чӗнсе каланӑ. Халӗ ҫак ӳкерчӗксемпе тата логотиппа профессилле дизайнерсем ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсемпе тата ҫӗнтерӳҫӗ-девизпа Экологи ҫулталӑкӗнче анлӑ усӑ курӗҫ.
Надежда Александрова, Екатерина Янгалакова