Республикӑри ҫут ҫанталӑка сыхлама кӑҫал 60 миллион тенке яхӑн уйӑрнӑ

Вӑрмансене сыхласси тата ҫунса кайнӑ лаптӑксене ҫӗнӗрен чӗртесси - "Экологи" наци проекчӗн пӗлтерӗшлӗ тӗллевӗсенчен пӗрисем. Симӗс пуянлӑха упрассипе пӗлтӗр ӗҫлеме тытӑннӑ, регионсене федераци хыснинчен укҫа уйӑрнӑ.

Вӑрман хуҫалӑхӗсемшӗн 2010-мӗш ҫул йывӑр пулнӑ. Чӑваш Енре ҫулӑм вунӑ пин гектар лаптӑк ҫинче хуҫаланнӑ. Вӑл вӑхӑтра лесничествӑсенче техника ҫителӗксӗррипе инкеке сирсе яма ҫӑмӑл пулман. Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчи вӑрман участокӗнче пушар 4-5 гектр ҫинче алхаснӑ. Районта йывӑҫсем 10 процент ҫеҫ йышӑннине шута илсен, ҫакӑ пысӑк ҫухату пулнӑ. Ҫӗрпӳ участӑкӗ Опытнӑй лесничествине кӗрет. Унсӑр пуҫне Муркаш, Красноармейски, Элӗк, Шупашкар районӗсенчи вӑрмансем те ҫак хуҫалӑх шутӗнчех. Пушарсем хыҫҫӑн лесниксем шар курнӑ лаптӑксене чӗртессипе икӗ ҫул ӗҫленӗ. Пурӗ 75 пин йывӑҫ лартнӑ.

 

Вероника Павлова, Никита Углев, Игорь Ульянов