Республикӑра йывӑҫ-тӗм лартмалли Пӗтӗм Раҫҫейри акци вӑй илчӗ

Луганскпа Донецк халӑх республикисем, Запорожье тата Херсон облаҫӗсем Раҫҫейпе пӗрлешнӗ куна Чӑваш Енре пархатарлӑ ӗҫпе паллӑ турӗҫ. Ҫак кун регионта "Вӑрмана сыхласа хӑварар" акци вӑй илчӗ. Шупашкар тӑрӑхӗнчи Ҫырмапуҫ ялӗ ҫывӑхӗнче иртнӗ ырӑ ӗҫе Республика Пуҫлӑхӗ, влаҫ тытӑмӗнче тӑрӑшакансем, ҫут ҫанталӑк тусӗсем хутшӑнчӗҫ. 

Олег Николаев "Кедровый край" ҫемье проекчӗн ертӳҫине Светлана Мефодьевана акцие пысӑк тӳпе хывнӑшӑн Тав ҫырӑвӗпе чысларӗ. Красноармейски тӑрӑхӗнче пурӑнакан йыш кӑҫал Чӑваш Ен экологийӗшӗн витӗмлӗ ӗҫ тунӑ. Хӑйсем ӳстернӗ 8 пин тӗме вӑрмана упраса хӑварма панӑ. Вӗсенчен 2 пинӗшне шӑпах Шупашкар тӑрӑхӗнче лартрӗҫ. 

Пурӗ Экологи ҫулталӑкӗнче Чӑваш Енре 33 гектар ҫинче 30 пин ытла лӑсӑллӑ тата ҫулҫӑллӑ йывӑҫ вӑй илмелле. Пысӑк йышпа хастаррӑн ӗҫленӗ вӑхӑтрах Донецк халӑх республикинчи Мариупольпе тӳрремӗн ҫыхӑнчӗҫ. Унта та ҫак кун пирӗн регионти питомниксенче ӳстернӗ юман, хурӑн хунавӗсене лартнӑ.

Ҫӗршывӑн ҫӗнӗ регионӗнче пурӑнакансем Чӑваш республики пулӑшнипе юратнӑ хулин малтанхи ешӗл сӑн-сӑпатне чӗртсе тӑратма май килессе шанаҫҫӗ.

Алиса Александрова, Эльвира Иванова, Вадим Владимиров