Республикӑра иккӗмӗш уйӑх пушара хирӗҫ кӗрешмелли ҫирӗп йӗркене пӑхӑнаҫҫӗ

Унпа килӗшӳллӗн вӑрмана кӗме, кӑвайт чӗртме юрамасть. Ҫавӑн пекех типӗ курӑк ҫунтарма чарнӑ. Ҫакна уйрӑмах вӑрман ҫывӑхӗнчи хуҫалӑхсемпе уйрӑм ҫынсен асра тытмалла.

Йӗркене мӗнле пӑхӑннине Раҫҫей ял хуҫалӑх надзорӗнчи инспекторсем асӑрхаса тӑраҫҫӗ. Ку ӗҫе Управление районсемпе хуласенчен килнӗ ҫырусем тӑрӑх йӗркелеҫҫӗ. Тӗрӗслевсем, уйрӑммӑн илсен, Муркаш, Пӑрачкав, Улатӑр, Етӗрне, Вӑрнар районӗсенче иртнӗ. Чылай ҫӗрте ҫитменлӗх тупса палӑртнӑ. Вӑл шутра Шупашкар районӗнчи Ишек ял тӑрӑхӗнче. 

 

Леонид Петров, Никита Углев