Раҫҫей ял хуҫалӑх центрӗнчи специалистсем уй-хирти хурт-кӑпшанкӑна тӗпчӗҫҫӗ

Акана вӑхӑтра вӗҫлес тесе хуҫалӑхсем халӗ кашни уяр самантпа усӑ курма васкаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах вӗсен тыр-пула сӑтӑр тӑвакан хурт-кӑпшанка хирӗҫ те кӗрешме тивет.

Кӗрхи культурӑсене республикӑра паянхи куна 50 пин гектар тӗрӗсленӗ. Вӗсене пӑрҫа тапӑннӑ. Вӑрнар районӗнчи ана ҫинче уйрӑмах нумаййине асӑрханӑ. Пӗр тӑваткал метр ҫинче кӑпшанкӑ шучӗ 40-рен иртсен им-ҫам сапма сӗнеҫҫӗ агрономсем. Ытти сӑтӑрҫӑсем те ҫывӑрмаҫҫӗ. Вӗсене хирӗҫ вӑхӑтра кӗрешме пуҫламасан тухӑҫӑн 50 процентне ҫухатма пулать. Ҫавна май калча мӗнле ӳссе аталаннине сӑнасах тӑмалла, - теҫҫӗ Раҫҫей ял хуҫалӑх центрӗн специалисчӗсем. 

Екатерина Фомина, Виктор Степанов