Пушара хирӗҫ кӗрешекенсен ӑсталӑх тупӑшӑвӗ кӑҫалхипе 9-мӗш хут пулчӗ. Етӗрне вӑрман хуҫалӑхӗ 47 пин гектар йышӑнать. Унта Етӗрне, Муркаш, Хӗрлӗ Чутай, Элӗк тӑрӑхӗсенчи лаптӑксем кӗреҫҫӗ. Тимлӗ пулни ҫеҫ ҫулӑмлӑ пӑтӑрмахсенчен сыхланма май парать.
Ӑмӑртӑва пурӗ 18 ҫын хутшӑнчӗ. Хӑйсен ӑсталӑхне вӗсем теорире тата ӗҫре кӑтартрӗҫ. Малтанах 40 ыйтӑва хуравларӗҫ. Унтан эстафетӑра тупӑшрӗҫ, турник ҫинче туртӑнчӗҫ, тӗрлӗ чӑрмава парӑнтарчӗҫ тата вӗренмелли ҫулӑма та сӳнтерчӗҫ.
Ҫулӑма сарӑлма парас мар тесен хастар та ҫивӗч пулмалла. Ҫапах та чи малтанах пушар ан тухтӑр тесе тӑрӑшмалла. Ҫавӑнпа пурин те ансат йӗркесене пӑхӑнмалла: вӑрманта кӑвайт чӗртме, пирус тӗпне пӑрахма юрамасть.
Ӑмӑртӑва хутшӑнакансене пурне те тав хучӗсемпе парнесем парса чысларӗҫ. Пӗтӗмлетӳ тӑрӑх 3-мӗш вырӑна Ҫӗмӗрле вӑрман хуҫалӑхӗн Пӑрачкав лаптӑкӗнчи маҫтӑр Дмитрий Седойкин йышӑнчӗ. 2-мӗшне Йӗпреҫ вӑрман хуҫалӑхӗн Кушлавӑшри участокӗнче ӗҫлекен Владимир Борисов тухрӗ. Ҫӗнтерӳҫӗ ята вара Ҫӗмӗрле вӑрман хуҫалӑхӗнчи пушар машинин водителӗ Виталий Вдовин тивӗҫрӗ. Вӑл республика чысне авӑн уйӑхӗнче Мускав облаҫӗнче иртекен Раҫҫейри ӑмӑртура хӳтӗлӗ.
Диана Иванова, Игорь Ульянов