Шӑрпӑкпа выляма, кӑвайт чӗртме юраманнине ачасене аса илтерсех тӑмалла. Сӑмах май, ҫак тӗллевпе пушар хуралӗн инспекторӗсем кану лагерӗсенче тӗрлӗ ӗҫ-пуҫ ирттерме палӑртнӑ. Ҫав вӑхӑтрах Чӑваш Енре Правительство йышӑнӑвӗпе ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пушара хирӗҫ кӗрешмелли уйрӑм йӗрке ҫирӗплетнӗ. Ҫавна май вӑрманта, ун ҫывӑхӗнче вут чӗртме, кӑвайт ҫинче аш-какай хатӗрлеме, типӗ курӑк, ӑпӑр-тапӑр ҫунтарма юрамасть. Чрезвычайлӑ лару-тӑру министерствинчен пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 680 ытла пушар тухнӑ, хӗрлӗ автан 56 ҫын пурнӑҫне татнӑ. Тӗп сӑлтавсен шутӗнче - электричество хатӗрӗсемпе усӑ курмалли йӗркене пӑсни, вут-кӑварпа асӑрханусӑр пулни. Ҫуллахи шӑрӑх ҫанталӑкра пушар тухас хӑрушлӑх ӳснине те шута илмелле.
Екатерина Фомина, Вадим Владимиров