Усал ҫум курӑк чылай районта алхасать. Ҫав хушӑра юлашки 3 ҫулта Сосновски текен пултӑрана пӗтерес тӗллевпе Чӑваш Ен бюджетӗнчен самай укҫа-тенкӗ тӑккаланӑ. Ӑна кӑкласа та, им-ҫам сапса та тӗп тӑваҫҫӗ. Ҫавах та хӑйсен вӑйӗпе ҫӗнтерейменнине калаҫҫӗ вырӑнти пуҫлӑхсем. Ҫавна май Республика Пуҫлӑхӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Ял хуҫалӑх министерствине килес ҫул валли ятарлӑ программа хатӗрлеме хушрӗ.
Ирина Николаева, Анна Давыдова, Виктор Степанов