"Присурский" заповедникӑн Патӑрьел лаптӑкӗнче сӑвӑрсем хӗл ыйхинчен вӑраннӑ

Раҫҫей ӑслӑлӑх академийӗн тӗп ботаника сачӗн филиалӗн ӑсчахӗсем пире "Вӗсем шӑтӑкӗнчен ытти ҫулхисенчен маларах тухни кӑҫал ҫуркунне иртерех килнипе ҫыхӑннӑ", - тесе ӑнлантарчӗҫ.

Пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнче кӑнтӑрла иртсен Патӑрьел тӑрӑхӗнче сӑнакансем уҫӑ сӑвӑр шӑтӑкне асӑрханӑ, анчах вӗсен йӗрӗсем курӑнман. Пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче тепӗр ҫемье хӗл ыйхинчен вӑранса тухнӑ: ку йыш тӳрех йӑвине юсама пуҫланӑ, айсарӑмне ҫӗнетме пӗлтӗрхи курӑка шӑтӑкне сӗтӗрме пикеннӗ. 20 ҫул хушши сӑнаса тунӑ пӗтӗмлетӳсем тӑрӑх, сӑвӑрсем хальччен пуш уйӑхӗн 18-30-мӗшӗсенче ҫеҫ вӑраннӑ.

Марина Карягина, Лидия Галактионова, Виктор Степанов.