Правительство канашлӑвӗнче ейӳ тапхӑрне хатӗрленес ыйтӑва сӳтсе яврӗҫ

Ҫанталӑк ӑшӑтса пынӑ май шыв-шур сарӑлас хӑрушлӑх тухса тӑрать. Кӑҫал юр ытти ҫулпа танлаштарсан самай сахалрах ҫунӑ. Ҫавӑнпа ейӳ тапхӑрӗ лӑпкӑ иртмелле. Кун пирки Правительство канашлӑвӗнче сӑмах пычӗ. 

Кӑҫалхи хӗл юр нумаях ҫуман, унти нӳрӗк те пысӑк мар, нормӑран 39 процент. Юханшывсемпе пӗве-кӳлӗсенчи пӑр та хулӑн мар.  Специалистсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫакнашкал кӑтартусем республикӑра иртнӗ 15 ҫул пулман. Пысӑк юханшывсем пӑртан ҫитес вунӑ кунта тасалмалла. Лару-тӑру лӑпкӑ пулин те, ейӳ тапхӑрне ирттерсе яма пурин те хатӗр пулмалла, терӗҫ канашлура. 

 

Екатерина Фомина, Виктор Степанов