Пӗр кунра 10 пин хунав лартнӑ

Чӑваш Енре Пӗтӗм Раҫҫейри экологи акцийӗ иртрӗ

"Экологи" наци проекчӗпе кӗркунне ҫӗршывӗпе 40 миллион йывӑҫ-тӗм лартма палӑртнӑ. Пур регион та ҫапла ҫут ҫантӑлака пулӑшма явӑҫать, ҫавах та пушарта шар курнӑ тӑрӑхсене уйрӑмах пысӑк тимлӗх. Икӗ уйӑх каялла Камчаткӑран пуҫланнӑ акци вӑхӑтӗнче 27 миллион ытла хунав лартса хӑварнӑ та ӗнтӗ. Вӑл шутра Йӑлӑмри ҫуннӑ вӑрмана чӗртессипе пысӑк ӗҫ тунӑ. Сосновка вӑрман питомникӗнче 3 ҫул каялла акнӑ хунавсем ешереҫҫӗ. Йӑл илекен ҫамрӑк хырсене вӑрмана куҫарса кайма йышӑннӑ. Ку ӗҫе 100 яхан волонтер - ытларах студентсемпе техникум-колледжесенче вӗренекенсем - хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Ҫамрӑксемпе пӗрле Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Наталья Алексеевна мӑшӑрӗпе тата хӗрӗпе йывӑҫ лартрӗҫ. 

Ирина Николаева, Николай Скворцов