Пӗр каснӑ йывӑҫ вырӑнне икӗ-виҫӗ ҫӗнӗ хунав лартмалла

Чӑваш Ен Пӗтӗм Раҫҫейри "Вӑрмана упраса хӑварар" акцие хутшӑнчӗ. Тӗп ӗҫ-пуҫ ҫак кунсенче Шупашкар тӑрӑхӗнчи Анатри Макаҫра иртрӗ. 

Ку анлӑ акци республикӑра 5-мӗш хут иртрӗ. Тӗп тӗллев - тавралӑха сыхласси, каснӑ вӑрмансене чӗртсе тӑратасси. Ҫак кун Анатри Макаҫ ҫывӑхӗнчи 1 гектара яхӑн лаптӑк ҫинче 3 пин ҫурӑ хунав лартса хӑварчӗҫ: чӑрӑш, лиственница, хурӑн. 

Тӗрлӗ ведомствӑпа пӗрлешӳ ертӳҫисем, волонтерсем, шкул ачисем - пурӗ 500-ре яхӑн ҫын тӑрӑшса ӗҫлерӗҫ. Наци кӗрешӗвӗсен пӗтӗм тӗнчери вӑййисене хутшӑннӑ спортсменсем те йывӑҫ лартрӗҫ. Паллах, ялта пурӑнакансем те айккинче юлмарӗҫ. 

Акцие ҫамрӑк вӑрманҫӑсем те пуҫтарӑннӑ. Вӑрмарти Егоров ячӗлле пӗлӳ ҫуртӗнчи "Лесные Робинзоны" ушкӑн нумай пулмасть Мускав облаҫӗнче иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри шкул лесничествисен слетӗнче республика чысне ӑнӑҫлӑ хӳтӗленӗ, 2-мӗш вырӑн йышӑннӑ. 

"Лесные Робинзоны" ушкӑн хастарӗсене Республика Пуҫлӑхӗ тав ҫырӑвӗсемпе чысларӗ. Ҫавӑн пекех шкул лесничествисене аталантарнӑшӑн, ҫитӗнекен ӑрӑва экологи воспитанийӗ панӑшӑн Вӑрмар шкулӗнчи биологи учителӗ Клавдия Николаева та хисепе тивӗҫрӗ.

Республикӑра кӑҫал 60 гектар лаптӑк ҫинче 62 пине яхӑн йывӑҫ лартмалла. Паянхи куна 19 ҫурӑ гектарта 28 пин ытла чӑрӑш, хыр, юман, лиственница хунавӗсем вӑй илнӗ. Ҫӗршыври экологи акцийӗ юпа уйӑхӗ вӗҫӗччен пырать.

Диана Иванова, Димитрий Макаров