Паян - ҫут ҫанталӑка упрамалли пӗтӗм тӗнчери кун

Раҫҫейре ҫавӑн пекех эколог кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ӑна 2007-мӗш ҫулта тавралӑха тимлӗх ытларах уйӑрас тесе ҫирӗплетнӗ.

Чӑваш Енӗн Хӗрлӗ кӗнекине чӗрчунсен 290 тӗсне кӗртнӗ. Пӗр регионшӑн ку пысӑк кӑтарту. Ҫут ҫанталӑка упрас ӗҫе кашни хӑйӗн тӳпине хывма пултарать. Ҫакна Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ экологӗ, Ботаника сачӗн директорӗ Александр Димиртиев та ҫирӗплетет.

 

Алена Артемкина, Виктор Степанов