Раҫҫей Президенчӗн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн, 2030 ҫул тӗлне ӑпӑр-тапӑра уйӑрса пуҫтарассине 100 процента ҫитермелле тата полигонсене ӑсатакан хытӑ каяшсен калӑпӑшне икӗ хут чакармалла. Республикӑра ку тӗлӗшпе ӗҫлеме пуҫланӑ та ӗнтӗ. Патӑрьел округӗнче ӑпӑр-тапӑра тирпейлемелли комплекс та ҫав шутра. Паянхи куна палӑртнӑ ӗҫсен ҫуррине ытла тунӑ. Вӑл ҫулталӑкне 30 пин тонна хытӑ каяш йышӑнаять. Объекта кӑҫал хута яма палӑртнӑ.
Каяш шывсене тасатмалли сооружение ҫӗнетес ыйту та патӑрьелсене тахҫантанпах хумхантарать. Канализаци тытӑмӗ кивелнипе юрӑхсӑра тухнӑ. Строительствӑна икӗ ҫул каялла пуҫӑннӑ. Проект хакӗ - 613 миллион тенкӗ. Каяшсене кунта тӗрлӗ меслетпе тасатса кӑларӗҫ, ҫакӑ ҫут ҫанталӑкшӑн уйрӑмах паха пулӗ. Пӑла юханшывӗ текех вараланмасса шанаҫҫӗ патӑрьелсем. Хальхи йышши комплекс талӑкне 500-е яхӑн кубометр шыв тасатса кӑларӗ. Канализаципе Патӑрьелте пурӑнакансем, предприяти-организацисем усӑ курӗҫ. Объекта ҫитес уйӑх вӗҫӗнче хута яма палӑртаҫҫӗ.
Сергей Артамонов премьер-министр палӑртнӑ тӑрӑх, асӑннӑ комплекссене хута яни округри экологи лару-тӑрӑвне лайӑхлатма тата ҫынсен пурнӑҫне ҫӑмӑллатма пулӑшӗ.
Ҫавӑн пекех округра халӑха таса шывпа тивӗҫтерес енӗпе те малалла ӗҫлеҫҫӗ. Ҫитес вӑхӑтра виҫӗ муниципалитета пӗрлештерекен водовода хута яма палӑртнӑ. Ҫавна май Патӑрьел, Шӑмӑршӑ тата Комсомольски тӑрӑхӗсенче пурӑнакансен ҫивӗч ыйтӑвӗ татӑлмалла.
Оксана Верликова, Сергей Емельянов.








