Пӑр кайни кӗтменлӗх пулмалла мар

Ҫитес эрнерен ҫанталӑк тӑрук ӑшӑтса яма пултарать, сывлӑш температури 10-15 градус пуласса пӗлтереҫҫӗ синоптиксем. Ҫурхи шыв-шур вӑйлӑ пулсан республикӑра 57 ялпа хула шар курма пултарать. Чӑваш Енре ейӳ тапхӑрне маларах хатӗрленме пуҫланӑ.

Кашни тӑрӑхра яваплӑ комиссисем йӗркеленӗ. Чӑн малтан вӗсем пӗвесемпе юханшывсене, плотинасене тата, паллах, халӑха шывпа тивӗҫтерекен управӑшсене тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Республикӑра 550 ытла гидротехника хатӗрӗ, ҫав шутра хуҫасӑррисем те пур. 

Кӗҫӗн Ҫавалти управӑш Вӑрнар ҫыннисене шывпа тивӗҫтерет. Ӑна 2012-мӗш ҫулта хута янӑ. Гидротехника хатӗрӗ республикӑри чи пысӑккисенчен пӗри шутланать. Ятарлӑ комисси кунта шыв-шур тапхӑрне мӗнле хатӗрленнине тӗпчет. 

Ӗҫмелли шывпа тивӗҫтерекен управӑшсене Ҫут ҫанталӑк министерствин "Гидроресурс" учрежденийӗ пӑхса тӑрать. Вӑрнартипе пӗрле вӑл Йӗпреҫри тата Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗнчи хута яман хатӗрсемшӗн яваплӑ. Пӗлтерӗшне тата калӑпӑшне кура управӑшсене хӗле кӗриччен тата ҫуркунне "пысӑк" шыва ирттерсе яма хатӗрлеҫҫӗ: шахтӑсене шӑнасран хӳтӗлеҫҫӗ, юртан тасатаҫҫӗ, шыв шайне йӗркелесе тӑраҫҫӗ. Республикӑра пӗтӗмӗшле 554 гидротехника хатӗрӗ. Вӗсемшӗн муниципалитетсем яваплӑ. 

Ҫавах та республикӑри 40 ытла пӗвепе плотинан хуҫи ҫук, чылайӑшӗ юрӑхсӑра тухнӑ. Вӗсене ял-йыша хӑйсем тӗллӗн пӑхса тӑма, шыв ҫулне туса пама сӗнеҫҫӗ специалистсем, унсӑррӑн ҫуртсене шыв илес хӑрушлӑх пысӑк. Ҫӑлавҫӑсем палӑртнӑ тӑрӑх, ейӳ тапхӑрӗнче Чӑваш Енри пин те 600-ре яхӑн кил-ҫурт шар курма пултарть, вӗсенче 3 пин те 500 ытла ҫын пурӑнать. Ҫавӑн пекех автомобиль ҫулӗсемпе чукун ҫул лаптӑкӗсем, газпа шыв пӑрӑхӗсем, электричествопа ҫыхӑну линийӗсем сиенленме пултараҫҫӗ. Халӑха вырнаҫтарма республикӑра 18 пункт хатӗрлесе ҫитермелле. 

Улатӑрта уйрӑмах ҫивӗч лару-тӑру. Хулара шыв-шур ан сарӑлтӑр тесен хӳтӗлемелли сооружени тумалла. Ҫакӑн валли 560 миллион тенкӗ кирлӗ, укҫа ҫав шутра шыв айне пулакан лаптӑксене туянма та каять. Ҫӗре муниципалитет харпӑрлӑхне куҫарсан тата проекта улшӑнусем кӗртсен федераци бюджетӗнчен Улатӑрти хӳтӗлев хатӗрне тума укҫа уйӑрас шанӑҫ пур. 

Чӑваш Енре гидротехника сооруженийӗсене тӗплӗ юссасипе малалла ӗҫлеҫҫӗ. Пӗлтӗр, сӑмахран, Йӗпреҫ тӑрӑхӗнчи Пӑкӑян посёлокӗнче плотинӑна йӗркене кӗртнӗ. 2022-мӗш ҫулта Чӑваш Енре ҫакнашкал 10 проект хатӗрленӗ, иртнӗ ҫул - тепӗр 4. Ейӳ тапхӑрӗнче республикӑра 5 гидропост ӗҫлет - вӗсем Улатӑрпа Пӑрачкавра, Ҫӗрпӳ тӑрӗхӗнчи Туҫире, Етӗрнере тата Шупашкарта вырнаҫнӑ, юханшывсенчи лару-тӑрва асӑрхаса тӑраҫҫӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ака уйӑхӗн пӗрремӗш ҫурринче ҫырмасем пӑртан уҫӑлма пуҫлаҫҫӗ - ҫакӑ чылай ҫулхи вӑтам кӑтартупа килӗшӳллӗн. Анчах кӑҫал юр нумай ҫуни сыхӑ пулма хистет. 

Ирина Николаева, Наталия Егорова, Святослав Петров