Пӑр айӗнчи сунар ӑстисем

Ҫӗнӗ Шупашкарта пулӑҫсен йӑлана кӗнӗ фестивальне чӗртсе тӑратнӑ.

Химиксен хулинче пӗтӗм Раҫҫейри "Пулӑҫ пулӑҫа"  фестиваль иртрӗ. Юлашки хут ӑна 5 ҫул каялла йӗркеленӗ. Уяв 350 яхӑн ҫынна пуҫтарчӗ. Вӗсене Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗсем Анатолий Аксаков,  Николай Малов, Игорь Моляков тата ытти сумлӑ хӑнасем саламларӗҫ. Пулӑ тытма юратакансем хамӑр республикӑран кӑна мар, унӑн тулашӗнчен те килсе ҫитнӗ. Вӗсен хушшинче ваттине те, вӗттине те, арҫынсемпе танах хӗрарӑмсене те курма пулчӗ. Хӑш-пӗри  ҫемйипех килнӗ. 


Диана Иванова, Михаил Солин