"Надёжный партнёр-Экологи" Пӗтӗм Раҫҫейри конкурса хутшӑнас текенсенчен заявкӑсем йышӑнма пуҫлаҫҫӗ

Кӑҫалхипе вӑл виҫҫӗмӗш хут иртет. Ӑна "Надёжный партнёр" ассоциаципе Раҫҫейри экологи пӗрлӗхӗ Федераци Канашӗ пулӑшнипе йӗркелеҫҫӗ.

Конкурса пысӑк компанисем, пӗчӗк тата вӑтам услам тӑвакан предприятисем, коммерциллӗ мар организацисем, муниципалитетсем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Чӑваш Енре "Экологи" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн сахал мар ӗҫ пурнӑҫлать, пӗрре мар экологи рейтингӗнче ҫӗршыври чи лайӑх вунӑ регион йышне кӗнӗ. Республикӑри предприятисем конкурса хастар хутшӑнасса шанатпӑр, тет Ҫут ҫанталӑк министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Александр Воробьёв. Проектсене 27 номинацире хаклӗҫ. 

 

Екатерина Фомина, Вадим Владимиров