Наци проекчӗ пулӑшнипе ӑпӑр-тапӑр тӑкнӑ вырӑна тасатнӑ

"Экологи" наци проекчӗн "Таса ҫӗршыв" регионти программипе килӗшӳллӗн Элӗк тӑрӑхӗнчи свалкӑна йӗркене кӗртсе ҫитернӗ. Мӗнпур ӗҫе тума федераци, республика тата район хыснисенчен 25 миллион тенке яхӑн уйӑрнӑ.

Кил хуҫалахӗнче юрӑхсӑра тухнӑ япаласене, ытти ӑпӑр-тапӑра районта пурӑнакансем темиҫе ҫул хушши ҫак вырӑна купаланӑ. Малтан тасамарлӑхран 8 гектар ҫӗре тасатма палӑртнӑ, ӗҫленӗ ҫемӗн 10-шӗпех тирпейленӗ. Контрактпа килӗшӳллӗн подрядчикӑн мӗнпур ӗҫе ҫак уйӑх пӗтиччен вӗҫлемелле пулнӑ. Лаптӑка самай маларах йӗркене кӗртсе ҫитернӗ. Хытӑ каяшсене пӗр вырӑна пуҫтарнӑ, тикӗслесе вак чул, тӑпра сарнӑ. Курӑк акса хӑварнӑ. 

 


Алиса Александрова, Екатерина Данилова