Муркаш тӑрӑхӗнчи тислӗкпе вараланӑ лаптӑка вырӑнти хуҫалӑх мӗншӗн халӗ те тасатмасть?

Ку ыйтупа эпир ҫуллах кӑсӑкланнӑччӗ. Унтанпа пилӗк уйӑх иртрӗ.

Халӗ кунта вӑлта яракан ҫук. Кӳлле утса каҫма пулать. Тахҫан 2 метр тарӑнӑш пулнӑскер шурлӑх евӗр ҫеҫ курӑнать, теҫҫӗ Муркаш районӗнчи Ҫурлатӑри ялӗнче пурӑнакансем. Вӗсен шухӑшӗпе ҫакӑншӑн вырӑнти агрокомплекс айӑплӑ. Пӗлтӗр лару-тӑру пушшех йывӑрланнӑ. Тислӗк управӗшӗ татӑлнӑ та мӗн пур тасамарлӑх ҫырма-ҫатрапа Ҫурлатӑрине юхса ҫитнӗ. Ялти пӗве каяшпа тулнӑ, ӑна юхтарса яма хӑтланнӑ. Ҫурлатӑрисем ӗне тытма та шикленеҫҫӗ. Таса мар шыва ӗҫнипе выльӑх чирлет, теҫҫӗ. Вырӑнти агрокомплекс таврана варалани пирки ҫурлатӑрисем тӗрлӗ ҫӗре пӗрре мар ҫырнӑ. Ним тума аптранипе Раҫҫей халӑх фронтӗнчен пулӑшу ыйтнӑ.

 

Вероника Павлова, Семен Антонов, Игорь Ульянов