Муркаш тӑрӑхӗнче пурӑнакансем шывсикки таврашне тасатрӗҫ

Унпа киленме тата сӑн ӳкерчӗксем тума туристсем республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен анчах мар, юнашар регионсенчен те килеҫҫӗ. Шел пулин те, чылай чухне хӑйсем хыҫҫӑн тӗрлӗ ӑпӑр-тапӑр хӑвараҫҫӗ. Тирпей-илем кӗртессине вырӑнти хастарсем "Раҫҫей шывӗ" акципе килӗшӳллӗн йӗркелерӗҫ. 

Хастарсене вырӑнти юрӑ-тӑшӑ ушкӑнӗ хавхалантарчӗ. Савӑк кӑмӑлпа ҫӳп-ҫап пуҫтарма та аванрах. Шывсикки тӑрӑхне тирпей-илем кӗртме чылайӑн хутшӑнчӗҫ: Ильинка шкулӗнче вӗренекенсемпе вырӑнти пуҫлӑхсем. Тӗрӗссипе каласан, субботниксем кунта час-часах йӗркелеҫҫӗ. Ҫӗршыври акци тавралӑха ҫӳп-ҫапран тасатмалли хушма сӑлтав кӑна пулчӗ.

Хастарсем юнашар уҫланкӑна та тирпейлерӗҫ. Туристсем шывсиккипе киленнӗ хыҫҫӑн шӑпах кунта канма юратаҫҫӗ. Вырӑнти маҫтӑрсем сӗтел-пукан та ӑсталаса вырнаҫтарнӑ. Сӑмах май, акци Раҫҫейре 14-мӗш ҫултанпа иртет. Унӑн тӗп тӗллевӗ - халӑха шыв объекчӗсене упрамалли пирки аса илтересси. 

Сӑмах май, ҫут ҫанталӑк тасалӑхӗшӗн ҫунакансене ҫитес шӑматкун "Симӗс марафон - Раҫҫей шывӗ" фестивале чӗнеҫҫӗ. Уява экологсемпе «Сбер» пӗрлешӳ йӗркелеҫҫӗ. Савӑнӑҫлӑ ӗҫ-пуҫ Шупашкарти Мускав ҫыранлӑхӗнче иртӗ. Унта чупу пулӗ, ҫавӑн пекех кӑмӑллакансене ҫӳп-ҫапа уйӑрса пухма вӗрентеҫҫӗ. 

Вероника Павлова, Михаил Солин