Мухтавлӑ ентешсене сума суса

Шупашкарти Элли Юрьев ячӗллӗ 4-мӗш ача-пӑча ӳнер шкулӗ тата Филипп Лукин ячӗллӗ 5-мӗш музыка шкулӗ умӗнче йывӑҫсем лартрӗҫ. Красноармейскисем ҫапла хӑйсен мухтавлӑ ентешӗсене сума сурӗҫ. Ҫавӑн пекех тӗп хулана ҫуралнӑ кун ячӗпе те парне турӗҫ.

Элли Юрьев - Чӑваш Республикин патшалӑх символӗсен - гербӗпе ялавӗн авторӗ. Чӑваш халӑх художникӗ Красноармейски тӑрӑхӗнче Кӗҫӗн Шетмӗ ялӗнче ҫуралнӑ. Хӑйӗн сумлӑ ӗҫӗсемпе вӑл тӑван культурӑра тарӑн йӗр хӑварнӑ. Элли Михайлович "Трак Ен" ентешлӗхе пуҫарса яраканӗсенчен пӗри пулнӑ. Пӗрлешӳ паянхи кун та ҫирӗп аталанса пырать. Элли Юрьевпа ентешӗсем чӑннипех мӑнаҫланаҫҫӗ. Ӑна хисеплесе тата республикӑра Экологи культурин ҫулталӑкӗ пулнине шута илсе туйӑсем лартрӗҫ. 

Красноармейскисем пӗрлӗхре вӑй пулнине асра тытаҫҫӗ. Туслӑ йышпа тӗрлӗ ӗҫе хутшӑнаҫҫӗ. Пултаруллӑ ҫынсене асра тытасси пирӗн тивӗҫ, теҫҫӗ. 

Шупашкарти 4-мӗш ӳнер шкулӗ 2001-мӗш ҫултанпа Элли Юрьев ячӗпе хисепленсе тӑрать. Кунта 400 ача вӗренет. Туйӑсем вӑй илсе ҫитӗнсен шкул умӗнче аллея ешерӗ. 

Хастарсем Филипп Лукин ячӗллӗ 5-мӗш музыка шкулӗ умӗнче те пуҫтарӑнчӗҫ. Чатукассинче ҫуралнӑ паллӑ композитора ырӑпа аса илчӗҫ, унӑн юррисене шӑрантарчӗҫ. Мухтавлӑ ентешӗмӗр 800 яхӑн хайлав кӗвӗленӗ, Чӑваш Енри хор ӳнерне аталантарассине пысӑк тӳпе хывнӑ. Халӗ музыка шкулӗн лаптӑкӗнче те Филипп Лукин ячӗпе йывӑҫсем ӳсӗҫ.

Диана Иванова, Игорь Ульянов