Ҫӑлкуҫ патне ҫитерекен сукмакӗ такӑр, анчах ҫут ҫанталӑк ырлӑхӗ малашне те савӑнтартӑр тесен хӑйне те пулӑшу кирлӗ иккен. Ҫапла пӗтӗмлетӳ тунӑ пӗлтӗр ҫулла кунта субботник ирттернӗ ҫамрӑксем. Таса шыв патне пыма та кансӗр пулнӑ, таврашӗнче те тасамарлӑх пухӑннӑ. Ҫавӑнпа та хастарсем май тупса ҫак вырӑна йӗркене кӗртме шутланӑ. Телее, "Ҫамрӑк гварди" пӗрлешӳ тӑратнӑ проект Раҫҫейри пӗр пысӑк компани ирттернӗ конкурсра ҫӗнтерсе грант илме пултарнӑ. Ҫав укҫа-тенкӗпе пысӑк ӗҫе пуҫӑннӑ та. Малтанах ҫӳп-ҫапа, кирлӗ-кирлӗ мара пуҫтарса тиесе тухнӑ, ҫӑл таврашне йӗркене кӗртнӗ. Кивелнӗ картана ҫӗннипе улӑштарнӑ, сӗтел-пукан вырнаҫтарнӑ. Ачасем вылякан лаптӑка та хӑтлӑлатнӑ. Килен-каян хӑй аллипе тукаланӑ беседка вырӑнне халӗ - ҫӗнни. Спорт лаптӑкӗнчи юпасен ҫирӗплӗхӗ те иккӗлентермӗ малашне. "Ку ӗҫ пӗр канми тапакан ҫӑлкуҫа сиплӗ шывӗшӗн тав туни те, вырӑнти халӑха ҫут ҫанталӑк ытамӗнче канма май туса пани те", - терӗҫ уява килнисем.
Алиса Александрова, Димитрий Макаров