Ку видеора ҫынсем пулла ӑскӑчпа ӑса-ӑса илеҫҫӗ. Шултрисене хӑвараҫҫӗ, вӗттисене каялла яраҫҫӗ. Хулара пурӑнакансене ку тӗлӗнтернӗ. Кӳлемӗшри лару-тӑру хытах шухӑшлаттарать. Ҫакӑн пирки социаллӑ тытӑмра шӑв-шав ҫӗкленӗ хыҫҫӑн ҫеҫ лав вырӑнтан тапраннӑ. Ҫут ҫанталӑк министерствипе ытти яваплӑ ведомствӑра ӗҫлекенсем темиҫе хутччен те Кӳлемӗше ҫитнӗ. Юлашки ҫулсенче Кӳлемӗшри шыв самай чакнӑ, курӑк ӗрчесе кайнӑ. Ҫакӑ лару-тӑрӑва ҫивӗчлетнӗ. Ку ыйтупа прокуратура та кӑсӑкланнӑ.
Вероника Павлова, Игорь Ульянов