Раҫҫей кунне халалланӑ акци тӗрлӗ пӗрлешӳ хастарӗсене, студентсене, депутатсене пӗрлештерчӗ. Ҫу кунӗсенче кӳлемӗшре ҫын яланах йышлӑ. Ӑна илем, хӑтлӑх кӳрессине кашни хӑй тӳпине хывма пултарать. "Раҫҫей чечекӗсем" акци шӑпах ҫакнашкал май туса пачӗ. Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн студенчӗсем унта пысӑк йышпа хутшӑнчӗҫ.
Йывӑҫ айӗнчи клумбӑсем ҫинче хаяр ути - шалфей ешерӗ. Ӑна пӑхма ансат, пирӗн тӑрӑхра вӑл аван ӳсет, ҫӑвӗпех ҫеҫкере ларать. Илемӗпе кӑна мар, ырӑ шӑршипе те савӑнтарӗ. Акци хастарӗсем пин ытла хунав лартса хӑварчӗҫ.
"Раҫҫей чечекӗсем" акци ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче вӑй илнӗ. Унта кашни кӑмӑл тӑвакан хутшӑнма пултарать. Ҫурт картишӗсенче, скверсемпе парксенче чечек клумбисем йӗркелени хамӑр пурӑнакан вырӑна илӗртӳллӗрех тума пулӑшать. Хула администрацийӗ ҫакнашкал акцие малашне те ирттерес тӗллевлӗ.
Екатерина Фомина, Павел Иритков








