Кайӑксем ярӑнса апатланаҫҫӗ

Паян ҫӗршывра орнитолог кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ку вӑл кайӑксен пурнӑҫне тӗпчекен, вӗсене хӳтӗлекен специалистсен професси уявӗ. Хӗллехи тапхӑрта вара ҫунатлисене  хӳтлӗхпе  пулӑшу тата ытларах кирлӗ. Ҫут ҫанталӑк тусӗсем хамӑр тӑрӑхра хӗл каҫакан кайӑксене апатлантарма сырӑшсем тӑваҫҫӗ. Канаш тӑрӑхӗнчи Яманкасси ялӗнче пурӑнакан Артемий Мясников хӑйне евӗрлӗ столовӑй тунӑ. 

Крем савӑчӗсенчен ӑсталанӑскер каруҫҫель евӗрлӗ. Ун ҫине пырса ларнӑ кайӑксем ярӑннӑ май хурса панӑ кучченеҫпе сӑйланаҫҫӗ. Столовӑйра тӑварламан сало, хӗвелҫаврӑнӑш вӑрри пур.  Ҫаврӑнакан сырӑша часах иленнӗ кайӑксем. Ытларах кӑсӑясем килнине калать Артемий Мясников. Выҫлӑхпа сивӗ тапхӑрӗнче кайӑксене пулӑшма пултарнӑшӑн савӑнать ӑста. Хамӑрӑн кӑларӑмсенче каруҫҫель-столовӑй пирки каласа кӑтартсан кайӑк тусӗпе Канаш тӑрӑхӗнчи Кивӗ Шелттемре пурӑнакан 86 ҫулти биолог Николай Воронцов ҫыхӑннӑ, хӑйне ҫакнашкал сырӑш ӑсталаса пама ыйтнӑ. Халӗ Воронцовсен килӗ умӗнче те хаваслӑ каруҫҫель кулленех апата килекен чӗвӗлти хӑнасене йышӑнать.

Алиса Александрова