Ҫак кунсенче те социаллӑ тытӑмсенче "ӳсӗр" шӑлинкурӑcсене курма пулчӗ. Ӑна Чаваш Енре ӳкерни пирки ҫырнӑ. Анчах ку суя иккен. Тӗрӗссипе ҫак видеона 2021-мӗш ҫулта Мурманск хулинче ҫуркунне ӳкернӗ. Кӑҫал та, иртнӗ ҫул та пирӗн республикӑра ҫакнашкал пулӑма асӑрхаман. Ҫапах та ҫанталӑк тӑрук улшӑннӑ чухне е ҫуркунне шӑлинкурӑcсем хӗрӗнкеленнӗ тӗслӗхсем пулма пултараҫҫӗ.
Орнитологсем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, шӑлинкурӑcсен пӗверӗ хаяр шӗвеке ирӗлтермест. Ҫавӑнпа йӳҫнӗ ҫырлана ҫисе аптраҫҫӗ те ҫывӑрса каяҫҫӗ. Ҫак кайӑксене апатлантрма кирлӗ мар. Вӗсем ыттисем пек хӗвелҫаврӑнӑш вӑрри, ҫӑкӑр тепренчӗкӗ ҫимеҫҫӗ.
Юр ҫинче выртакан шӑлинкурӑссене тӗрлӗ чӗр-чун тапӑнма пултарать е вӗсем шӑнса каяҫҫӗ. Ҫывӑракан кайӑксене ҫӑлса хӑварас тесен вӗсене ӑшӑ ҫӗре илсе кӗмелле. Вӑрансан - ирӗке вӗҫтерсе ямалла.
Алена Артемкина, Вадим Владимиров