Харӑсах темиҫе ялта техника кӗрлет

Халӑх пуҫарӑвне пурнӑҫа кӗртмелли программӑпа кӑҫал республикӑра 26 юханшывпа пӗвене тасатма проект хатӗрленӗ. Пушар хӑрушсӑрлӑхӗпе тата 48 пӗве чавма е йӗркене кӗртме палӑртнӑ.

Ҫакӑн валли республика тата вырӑнти хыснасенчен 35 миллион тенкӗ уйӑраҫҫӗ. Ку тӗлӗшпе Ҫӗмӗрле районӗнче те хастар ӗҫлеҫҫӗ. 

Халӑх пуҫарӑвӗн программипе пӗлтӗр Ҫӗмӗрле районӗнче 76 проект ӗҫе кӗртнӗ. Вӗсенчен ытларахӑшӗ ялсене хӑтлӑлатма пулӑшнӑ. Программа майӗсем анлӑланнипе иртнӗ ҫул шыв объекчӗсене те тасатма пуҫланӑ. Тӑванкас, Якуртушкӑнь, Турхан, Кӑмаша, Юманай ял тӑрӑхӗсенче 7 пӗве тирпейленӗ. Халӗ ку енӗпе Хутар салинче тӑрӑшаҫҫӗ. Шыв объекчӗсене юр кайиччен тасатасшӑн. Ҫавӑнпа та конкурсра ҫӗнтернӗ пӗрлешӳ техники харӑсах темиҫе ялта ӗҫлет. 

 

Леонид Петров