Атӑл Кунне пӗрремӗш хут 2008-мӗш ҫулта Чулхулара йӗркеленӗ. Кайран ытти хуласем те хутшӑннӑ. Хальхи вӑхӑтра пӗтӗм ӗҫ-пуҫа йышпа ирттерме чарнипе, уяв инҫет мелӗпе пулчӗ. Чӑваш Енре вара ӑна ӗҫлӗ канашлупа паллӑ турӗҫ. Олег Николаев малтанах Шупашкарти кӳлемӗшре ҫумӑр шывӗ тасатмалли комплес тӑвас ӗҫ мӗнле пынипе паллашрӗ, унтан юханшыв портӗнче туризма аталантарас ыйтусемпе видеоконференци ирттерчӗ.
Владимир Тимофеев, Андрей Шоклев