Татмӑшсем хӑнасене авалхи йӑлана пӑхӑнса ҫӑкӑр-тӑварпа тата юрӑ-ташӑпа кӗтсе илчӗҫ. Уява Элӗк, Канаш, Патӑрьел тӑрӑхӗсенче пурӑнакан татмӑшсем, сывӑ пурнӑҫ йӗркине кӑмӑллакансем тата Шупашкартан сумлӑ хӑнасем ҫитрӗҫ. Пӗрле пуҫтарӑнса савӑнмалли сӑлтавӗ чӑннипех те пӗлтерӗшлӗ - ялта "Атӑк ҫӑлӗ" экологи сукмакне йӗркеленӗ, стела вырнаҫтарнӑ.
Ҫак пысӑк ӗҫе ял халӑхӗ тӑрӑшнипе, Владимир Потанин ячӗллӗ ыркӑмӑллӑх фончӗ тата Екатеринбургри Сергей Пырков пулӑшнипе тума пултарнӑ. Сӑмах май, Сергей Трофимович - Татмӑш ялне никӗслекенсен йӑхӗнчен. Вӑл инҫетре пурӑнать пулин те, чунӗпе яланах тӑван тӑрӑхӗпе ҫывӑх пулнине палӑртать. Ял хастарӗсем халӗ ҫӗр ӗҫченӗсене халалласа трактор палӑкне лартасшӑн. Уявра унӑн вырӑнне палӑртса чул хурса хӑварчӗҫ. Тимӗр техникӑна Сергей Пырков уйӑрнӑ укҫапа туянса хунӑ та ӗнтӗ.
Ҫулран ҫул ял ҫыннисем тӑрӑшнипе ял илемленсе пырать. Кунта кедр, кӑвак юман тата ытти йывӑҫ аллейи пур. Парка хӑтлӑлатас енӗпе татмӑшсем 10 ҫула яхӑн вӑй хураҫҫӗ. Ҫак тапхӑрта экологи сукмакӗ чылай пӗлтерӗшлӗ объектпа пуянланнӑ. Халӗ вӑл туристсене илӗртмелли пуян та кӑсӑклӑ вырӑн. Уява пуҫтараннӑ хӑнасем "Атӑк ҫӑлӗ" сывлӑх сукмакӗпе утса тухнӑ май кунти ытарайми илемлӗ вырӑнсемпе киленчӗҫ.
Уява пуҫтарӑннисем те парка хӑтлӑлатас ӗҫе хӑйсен тӳпине хыврӗҫ - Цицин ячӗллӗ ботаника сачӗн Шупашкарти филиалӗнчен илсе килнӗ хӑва йывӑҫҫин хунавӗсене лартрӗҫ. Кӑмӑл тӑвакансем ҫак кун пулӑ та тытма пултарчӗҫ. Ҫавӑн пекех паркра 12 ҫут ҫанталӑк чулӗ вырнаҫтарнӑ. Вӗсем ҫинче кунти илемлӗ вырӑнсем пирки вырӑсла тата чӑвашла тӗплӗн ҫырса кӑтартнӑ. Уяв халӑхне тутлӑ чейпе сӑйларӗҫ, асӑнмалӑх парнесем пачӗҫ, пултарулӑх ушкӑнӗсем вара юрӑ-ташӑпа савӑнтарчӗҫ. Татмӑшсен ӗмӗт-тӗллевӗсем тата та пысӑк.
Халӗ "Атӑк ҫӑлӗ" экологи сукмакӗ ҫӑвӗпех хӑнасене йышӑнма хатӗр. Ӑна ахальтен сывлӑх ҫулӗ тесе палӑртман. Кунта килекен чунпа канма, ҫут ҫанталӑкпа туллин киленме, тавракурӑмне анлӑлатма пултарӗ.
Елена Дмитриева, Николай Семёнов








